Шупашкарти Якимов ҫырминче пурӑнакан арҫын кӑвайт ҫинче апат пӗҫерсе пушар тунӑ. Унӑн хӑмаран ҫапса тунӑ пӳрчӗ ҫунса кайнӑ. Ку инкек ӗнер кӑнтӑрла пулнӑ. Юрать-ха, кил хуҫи хӑй, 65 ҫулти арҫын, чӗрех юлнӑ.
Тепӗр ҫур сехетрен Канаш округӗнчи пушарнӑйсен ҫулӑма сӳнтерме тивнӗ. Ҫатӑрка Ҫырми ялӗнче 76 ҫулти арҫыннӑн мунчи ҫунма пуҫланӑ. Пушарта сарай та ҫунса кайнӑ. Телее, суранланнисем пулман.
Чӑваш Республика культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Татмӑш ен» халӑх ансамблӗн ертӳҫи В.К. Дмитриев палӑртса хунӑ калаҫӑва пуҫласа яриччен ҫӳлӗк ҫинчен хуткупӑсне илчӗ те кӑмӑла ҫӗклекен кӗвӗ калама тытӑнчӗ. Пӳлӗме уҫӑ варкӑш вӗрсе кӗчӗ тейӗн ҫав. Эх, мӑнтарӑн хуткупӑсӗ! Ахальтен мар ӑна уяв чунӗ теҫҫӗ. Тӗлӗнмелле мар-и, йывӑр шухӑшсене вӑл туххӑмрах сирсе ярать, ал-урана ҫӑмӑллӑх кӳрет иккен. Виталий Кузьмич «маншӑн пулсан хуткупӑс» каларӑша та хӑйне май ӑнлантарать. Ҫак инструмент ӑна пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ-ҫке…
– Пӗр илемлӗ ир Кротова Нина почтальонка пирӗн алӑка пырса шаккарӗ, – аса илет Виталий Кузьмич. – Вӑл кӗнӗ-кӗмен сӗтел ҫине эпир халиччен курман хитре япала кӑларса лартрӗ. Кӗмӗл саслӑ тальянка илсе килнӗ-мӗн кӳршӗ хӗрарамӗ. Эпӗ, пиллӗкри ача, «теттене» тытса пӑхма хӑтланнӑ чух вӑл темле сасӑ пачӗ. Чӗнӳллӗн илтӗнчӗ ҫав сасӑ, чӗрӗ чун тейӗн. Атте вара ҫак парнен шурӑ пиҫиххине хулпуҫҫи урлӑ уртса ячӗ те пуҫланса кайрӗ килте мыскара: тӑпӑртатнипе урай хӑми авӑнать, сӗтел-пукан та ташша хутшӑнать.
Канаш округӗнче ӗнӗр каҫхине 30 ҫулти арҫын фура айне пулса вилнӗ.
Вӑл Елчӗк округӗнчен пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, каҫхи 8 сехет тӗлӗнче арҫын «зебрӑпа» каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине фура пырса кӗнӗ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ун чухне чарӑнура автобус тӑнӑ. Арҫын унта васкама пултарнӑ. Вӑл йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗ ӗҫ-пуҫа тӗпчет.
Ӗнер, кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче, Канаш хулинче лавккана Хӗл мучи тумне тӑхӑннӑ арҫын кӗнӗ те лавкка хуҫине персе пӑрахнӑ. Унччен маларах лавкка хуҫи Хӗл мучипе селфи ӳкерӗннӗ. Кайран Хӗл мучи тумӗ айӗнчен пистолет кӑларса сентре патӗнче тӑракан 54-ри арҫынна персе пӑрахнӑ та тухса тарнӑ.
Арҫынна Росгварди ӗҫченӗсем Канаш округӗнчи пӗр ялта тытса чарнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тытса чарнӑ арҫын лавкка хуҫине парӑмшӑн вӗлернӗ.
Канаш округӗнчи Энтрияль ялӗнче пурӑнакансене Хӗл мучипе Юр пике саламлама тухнӑ. Уяв асамҫисем ялта пурӑнакансене ҫитес ҫулта ырлӑхлӑ-сывлӑхлӑ пулма суннӑ.
Ҫынсем Хӗл мучипе Юр пикене хаваслӑн кӗтсе илнӗ, вӗсен саламӗсене кӑмӑлтан йышӑннӑ. Ачасем сӑвӑ каласа панӑ, юрӑсем шӑрантарнӑ. Хӗл мучи вара пурне те пылак парнесемпе хӑналанӑ.
Ӗнер Канаш мунициапллӑ округӗнчи «Ҫеҫпӗл» центрӑн концеренц-залӗнче Ҫеҫпӗл Мишши пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе паллаштаракан кӗнекене хӗтлама пуҫтарӑннӑ.
Асӑнна кӑларӑм авторӗ — Сергей Павлов. Сергей Лукиянович асӑннӑ тӑрӑхри Ушанар ялӗнче ҫуралнӑ.
«Кам-ши вӑл, Ҫеҫпӗл? Кто он, Сеспель?» Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ.
Канаш округӗнчи участковӑй Сергей Ипатьев республика шайӗнчи «Халӑх участковӑйӗ» конкурсра ҫӗнтерсе Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗленӗ. Вӑл 954 сасӑ пухса 47-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пӗрремӗш вырӑна Белгород облаҫӗнчи Сергей Наумов участковӑй тухнӑ.
Сергей Ипатьева вара, республика шайӗнче 4 хут ҫӗнтернӗскере, кӗҫех ҫӗнӗ служба машини – «Нива Тревел» – парӗҫ.
Канаш хулин пуҫлӑхӗ Виталий Михайлов отставкӑна кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл темиҫе кун маларах хӑйӗн ҫумӗпе Валерий Черновпа паллаштарнӑ. Шӑпах вӑл халӗ хулапа пӗрлештернӗ Канаш округӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ.
Сӑмах май, ку пукан ҫине икӗ ҫынран пӗри ларма пултарнӑ: Валерий Чернов е Наталия Суркова. Валерий Чернов вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче 23 ҫул ӗҫленӗ.
Чӑваш Енри коммунистсем Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Хурапыр ялӗнче Сталин бюстне вырнаҫтарнӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орден кавалерӗн Ефим Николаевич Дадюковӑн килӗ умне лартнӑ.
Бюста Николай Шемякин скульптор Дадюков мӑнукӗн укҫипе хатӗрленӗ. Округри коммунистсем те пулӑшу кӳнӗ.
Сӑмах май, Сталинӑн тепӗр бюсчӗ Канаш округӗнчи Вӑтапуҫ ялӗнче пур. Вӑл Шемякин килӗ умӗнче вырнаҫнӑ.
Канаш округӗнчи Катек ялӗнче тилӗ виллине тупнӑ. Ҫавӑнпа унта карантин пулнине палӑртнӑ.
Ялта тилӗ виллине тупсан ӑна республикӑри ветеринари лабораторине тӗрӗслеме янӑ. Чӗрчунӑн урнӑ чир пулни ҫирӗпленнӗ.
Инфекци тупӑннӑ вырӑнта ветеринари специалисчӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем инфекци малалла ан сарӑлтӑр тесе тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |